Ватӑсене ултавҫӑсем епле кӑна улталамаҫҫӗ пулӗ?! Хӑйсемпе социаллӑ ӗҫчен тесе те паллаштараҫҫӗ, тухтӑр тесе те суеҫтереҫҫӗ, газ тытӑмӗнче е ҫавӑн йышши тем тӗрлӗ халап шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Е тата «Сирӗн пӳрте усал иленнӗ — ӑна тасатмалла», — тесе пырса кӗреҫҫӗ. Пур услапа ан ӗненӗр тесе темле асӑрхаттарсан та ҫакланакансем пур.
Иртнӗ эрнере, акӑ, Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан 79-ти кинейме икӗ хӗре ӗненнӗ. Лешсем хуҫалӑхра кирлӗ, анчах йӳнӗ ӑптӑр-каптӑр тавар 20 пинпе тыттарса хӑварнӑ. «Лавккара вӑл 38 пин тенкӗ тӑрать. Сире, Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ячӗпе, йӳнӗпех сутатпӑр. Эпир — ваттисен ҫуртӗнче ӗҫлекенсем», — тесе карчӑка ним мар ӗнентернӗ. «Ман укҫа ҫук-ха», — текелесе малтан лешӗ турткаланма пӑхнӑ та кайран ӳкӗте кӗнӗ. Пӗтӗм таварӗ (виҫӗ япала тыттарса хӑварнӑ) икӗ пин тенке яхӑн кӑна тӑрать-мӗн.
Юпан 4-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи тепӗр ватӑ йӳнӗ тавара 15 пин тенкӗпе илсе юлнӑ. Хӑйсемпе хӗрсем социаллӑ хӳтлӗх пайӗнче тӑрӑшатпӑр тесе паллаштарнӑ иккен.
Карчӑк-кӗрчӗке улталакансем 26–27-ри хӗрсем пуль тесе икӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхялӗнче пурӑнакан Александр Геннадьевичпа Любовь Александровна Александровсен ҫемйинче 10-мӗш ача кун ҫути курнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ ачана Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ЗАГС пайӗнче шута илнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӗрачана Изабелла ят панӑ. Александровсен унччен ҫичӗ хӗрпе 2 ывӑл ӳснӗ.
Александрпа Любовь ачисене сайра тӗл пулакан ятсем хураҫҫӗ: Авенир, Арсентий, Диана, Джуана, Анжелика, Вероника, Дарина, Эвелина, Лиана.
Сӑмах май, 2014 ҫулхи 9 уйӑхра 180 ҫемьере виҫӗ тата унран ытларах ача кун ҫути курнӑ.
Ҫынна савӑнма нумай та кирлӗ мар. Ватлӑхра пушшех те. Манманни, ҫын сума суни паха. Хальхи вӑхӑтра Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май ял тӑрӑхӗсенче пухусем ирттерме тытӑнчӗҫ. Ӑна Шупашкар районӗнчи Ишек тӑрӑхӗнче те йӗркеленӗ.
Пуху умӗн ватӑсем унта ҫӗкленекен чиркӗве кайса килнӗ. Ватӑсене ҫавӑн пекех куравпа та паллаштарнӑ. Япони пултарулӑхне кӑтартаканнипе. «Канзши яппунсен ӳнерӗ» курав вырӑнти шкул ачисем хӑйсен аллипе хатӗрленӗ.
Унта-кунта курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн пуху пуҫланнӑ. Ҫывхаракан уяв ячӗпе ватӑсене тӗрлӗ шайри тӳре-шара салам сӑмахӗ каланӑ. Тата пухӑва Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫыннин 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ иккен. Хастар ватӑн «Сторона моя Ишакская» кӗнеке хӑтлавӗ те иртнӗ.
Концерт курнӑ хыҫҫӑн ватӑсем уяв сӗтелӗ хушшине пухӑннӑ.
Сӑнсем (17)
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» аваллӑх управҫи мӗнпе куракана хапӑл пулнине ятӗнченех ӑнланма пулать. Кивӗ шкул пулнӑ ҫуртра хӑй вӑхӑтӗнче йӗркеленӗ ҫак культура учрежеднийӗ таврара ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ.
Пӗр вырӑнта тӑмасть музей. Аталанса пырать. Ҫав шутра «Чӑваш картишне» асӑнма пулать. Музей ҫумӗнчи лапамра вырнаҫнӑскер пирки ытлашши темех каласа кӑтартма та мар-тӑр, мӗншӗн тесен ӑна та ячӗ уҫса парать.
Унта юлашки вӑхӑтра ҫамрӑк мӑшӑрсем пырса ҫӳресси йӑлана кӗме тытӑннӑ иккен. Ҫавӑн пек самантсенчен Апашри «Апаш Ен» фольклор ушкӑнӗ те юлмасть. Иртнӗ эрне кун та вӑл унта ҫитнӗ. Тин кӑна мӑшӑрланнисене ушкӑн чӑвашла юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Йӑлӑмра авӑн уйӑхӗн 26–28-мӗшӗсенче шкул ачисен республикӑри турист слечӗ иртнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗсене IV Туриадӑра тата шкул ачисен XVII спартакиадинче шута илмелле.
Район чысне слетра Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнчи «Ҫамрӑк турист» вӗренӳ пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗ хӳтӗленӗ. Йыша асӑннӑ шкулти В.П. Елизаров вӗрентекен ертсе пырать.
Ҫӗнтерӳшӗн тупӑшу виӗҫ куна пынӑ. Унта республикӑри ял-хуласенчи 15 ушкӑн хутшӑннӑ. Чӑрӑшкасси ачисем пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем «Тӗрӗслевпе туризм маршручӗ», «Тӑваткал», «Туризм», «Йышпа паллаштарни», «Конкурс программи» ӑмӑртусенче мала тухнӑ.
Йышри ачасенчен Ирина Мазеева, Александра Николаева, Эмилия Матвеева, Артем Афанасьев, Владислав Федотов, Никита Карпов, Илья Сумков уйрӑмах палӑрнӑ.
«Бичурин тата хальхи самана» музейри «Чӑваш картишӗ» экспозици тепӗр экспонатпа пуянланнӑ. Музейра пӗчӗк ҫӑлӑн макечӗ вырӑн тупнӑ.
Ҫӑла Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Александр Иванович Алексеев (Сантӑр Пикл) парнеленӗ. «Чӑваш картишӗнче» унӑн ытти ӗҫӗ те пур. Малтан вӑл музея «Тӗнче пулса кайни» скульптура композицине тата «Ӗмӗр сакки сарлака» сака парнеленӗ.
Сантӑр Пикл музейпа 10 ҫул ытла тачӑ ҫыхӑну тытать. Шупашкар районӗнче вырнаҫтарнӑ унӑн пирвайхи ӗҫӗ — «Апаш» скульптура композицийӗ.
Шупашкар районӗнчи Иккасси ялӗнче урнӑ тилӗ йытта тапӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Иккассинче урнӑ чир сарӑлас хӑрушлӑр пуртан ЧР Патшалӑх сунарпа пулӑ служби тилӗсен йышне нормӑна кӗртме йышӑннӑ.
Ведомство ертӳҫи Владимир Кузюков пӗлтернӗ тӑрӑх, урнӑ чир «кӑвайтне» тупнӑран ҫакнашкал йышӑну тунӑ. Авӑнӑн 15-мӗшӗнчен тилӗсене тытма юрать. Ку йышӑну ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен вӑйра пулӗ.
Палӑртмалла: халӗ тилӗ тытакан сахал, мӗншӗн тесен унӑн тирӗ питех кирлӗ мар-мӗн. Тилле тытма йывӑр. Ӑна тытакан специалист та сахал-мӗн.
Чӑваш Енре культура объекчӗсен йышӗ сахалланӗ. Кун пирки республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ иккен.
Шупашкар районӗнчи Апашра хӑй вӑхӑтӗнче вырнаҫтарнӑ палӑка 1906 ҫулхи чӑваш хресченӗсен пӑлхавне асӑнса лартнӑ иккен. Патшалӑх хӳтлӗхӗнче вӑл 1974 ҫултанпа пулнӑ. Ефимов министр каланӑ тӑрӑх, палӑка чӑтӑмлах мар материалтан ӑсталанине пула ҫулсем иртнӗҫем вӑл ишӗлсе пӗтнӗ-мӗн. Ҫавна май ӑна культура эткерлӗхӗ шутӗнчен кӑларас тесе шут тытнӑ.
Асӑннӑ палӑксӑр пуҫне Шупашкар районӗнче регион пӗлтерӗшлӗ тата тепӗр тӑватӑ объект иккен. Ку шутра — 1821 ҫулта Шемшерте хута янӑ Успени чиркӗвӗ, 1917 ҫулта тунӑ Алькешри Хусан Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ, 1809 ҫулта Ҫӳлтикассинче уҫнӑ Улатимӗр Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ тата 19-мӗш ӗмӗрхи Мӑнал ялӗнчи Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗ.
Ку эрнере Шупашкар районӗнчи Иккасси ялӗ ҫывӑхӗнче урнӑ тилле персе пӑрахнӑ. Ку «Чӑваш вӑрман хуҫалӑхӗ» картунра пулнӑ.
ЧР патшалӑх ветслужбинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 13-мӗшӗнче «Чӑваш вӑрман хуҫалӑхӗн» маҫтӑрӗ тилӗ картише кӗрсе йытӑпа ҫапӑҫма пуҫланине курнӑ. Йытӑ вӗрнине илтсен хуҫа унта пӑшалпа тухнӑ та тилле персе вӗлернӗ. Кун пирки вӑл Шупашкар районӗнчи ветстанцие пӗлтернӗ.
Ҫав кунах тилӗ ӳтне ветстанцие илсе ҫитернӗ. Тепӗр кунхине республикӑри ветеринари лабораторине илсе кайнӑ. Специалистсем тилӗ урнӑ чирпе аптӑранине палӑртнӑ.
Халӗ ҫав вырӑнта чӗрчунене сӑнаҫҫӗ, дизинфекци тата иммунизаци тӑваҫҫӗ.
Ӗнер Раҫҫейӗпех пӗрлехи суйлав кунӗ иртрӗ. Пурӗ 110 пин кандидат вӑл е ку вырӑна суйланас тесе тухнӑччӗ. Чӑвашра та виҫӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйларӗҫ.
Тӑвай районӗнчи Чутей ял тӑрӑхӗнче 4 кандидат пулнӑ — ЛДПР-тан Сергей Баранов, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен» Григорий Куклов, хӑйне хӑй тӑратнӑ Алексей Куприянов тата комминистсенчен Николай Петров. Чутей ял тӑрӑхӗне малашне Куклов Григорий Петрович ертсе пырӗ пулас — вӑл 76,19% пухнӑ.
Трак районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхне ертсе пыма виҫӗ кандидат тухнӑччӗ — ЛДПР-тан Андрей Ижогин, Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен Галина Ефимова, коммунистсенчен Эдисон Патмар. Малтанласа пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх пуринчен та ытла сасӑ Ефимова Галина Георгиевна пухнӑ, уншӑн 76,49% сасӑланӑ.
Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхне те виҫӗ кандидат пулнӑ. ЛДПР-тан Артем Афанасьев тухнӑ, Пӗрлӗхлӑ Раҫҫейрен — Рамиль Гальметдинов. Тепӗр кандидат хӑйне хӑй тӑратнӑ — Владимир Кириллов. Кунта та «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тӑратнӑ ҫын чи нумай сасӑ пухнӑ — 81,76%.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |